Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхем
Ман юратнă тăван чĕлхем - чăваш чĕлхи.
Вăл чĕре таппи те çут хĕлхем, анне ăшши те юрри-ташши, асаттесен йăли-йĕрки те
пурнăçăмри сÿнми хĕлхем…
Тăван чĕлхе кунне халалласа тĕрлĕ ĕçсем
туса ирттертĕмĕр:кашни класрах «Ман тăван чĕлхем» ăславсем çыртăмăр, «Эп чăваш
чĕлхипе калаçатăп» акцие тăрăшуллă хутшăнтăмăр, сăвăсем вĕрентĕмĕр, викторинăсенче ăсталăха
кăтартрăмăр…
Тăван чĕлхе кунне тата Çемье çулталăкне халалланă «Йăла-йĕрке уявĕ» фестивале ăнăçлă хутшăнтăмăр. «Кашни йăлан йĕрки пур»
номинацире 2 вырăн çĕнсе илтĕмĕр, «Подиум çинче
- авалхи тум» номинацире 2 вырăна хăпартăмăр; «Асанне арчинчи тупра»,
«Ĕç çынна илем кÿрет» номинацисенче 3 вырăнсене тивĕçлĕ пултăмăр. Маттурсем,
ачасем!