10, 11 классем Шупашкарти тĕрлĕ паллă вырăнсене çитсе куртăмăр.
Ял хуçалăхĕн тата патшалăх службин Раççей академийĕн филиалĕнче пулса куртăмăр: унти вĕренÿ йĕркипе паллашрăмăр, тĕрлĕ площадкăсенче тавра курăма анлăлатрăмăр.
Электроника музейĕ вара – чăн-чăн тĕлĕнтермĕш. Кашни ача физика е математика лайăх пĕлнине кăтартма пултарать: çиçĕм çиçтерет, телевизора хăйĕн хыççăн ертсе каять, вутлă хĕçпе тавлашать…
Чăваш Улăпĕ, Иван Яковлевич Яковлев, умне пырса пуç тайрăмăр!