Раççейри наука кунне чысласа, ушкăнпа кар! тăрса вуннăмĕшсем хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç. Водительсене ДТПран хÿтĕлесе хăваракан мобиллĕ приложени пирки калаçрăмăр, тарăн шывсенче усă курмалли «Байкал DVD»нейтринлă телескоппа паллашрăмăр, хăрушă патогенсем çинчен тĕплĕнрех пĕлтĕмĕр.
Наука вăл – кун-çул та ĕмĕр ĕçĕ,
Çуйхашмалли вылянчăк мар.
Çĕр-шыв вăйне ун вăйĕпе виçеççĕ,
Епле, туссем, çакна эпир манар!