Ăстасемпе мухтанатпăр

Ăстасемпе мухтанатпăр

Кăрлачăн 17-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче К.С.Станиславский çуралнăранпа 160 çул çитнине чысларĕ. Паллă режиссер та актер, МХАТ йĕркелуçи те ăсталăх вĕрентÿçи…Станиславский, Шекспир, Чехов ячĕсем театр историйĕнче чи çÿллĕ шайра тăраççĕ…

10 класра çавра сĕтел хушшинче Константин Сергеевичăн пуян пурнăçĕпе паллашрăмăр, çĕр-шыв чапне çÿллĕ шая çĕкленĕ талантсенчен тĕслĕх илмелли нумаййине тĕвĕлерĕмĕр...

Искусство – фейерверк евĕрлĕ. Самантлăх пек туйăнать, ĕмĕрлĕх асра юлать!