Тĕрĕ
эрешĕ пире сунать
Чĕлхепе
йăлана упрама.
Хамăр йăх-ăрăва мухтаса
Чăваш
ятне мăнаçлама.
Чăваш тĕрри кунне халалласа курав
йĕркелерĕмĕр. Чылай эрешлĕ япала куçа савăнтарать: тĕрлĕ çиплĕ сурпанĕ аваллăха
аса илтерет, çеçкеллĕ минтер пичĕсем ăшă туйăм çуратаççĕ, тĕлĕнтермĕш ал
шăллийĕсем илемĕпе асра юлаççĕ, килĕшÿллĕ тутăрĕсем чуна тыткăнлаççĕ…
Тав
çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ маçтăрĕсене, чăваш
ятне çÿле çĕклекенсене!