Нумай ыррине пĕлес тесен, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнас тесен – пĕрле пухăнни питĕ аван.
Ырă шухăш шкул ачисене те, тĕрлĕ сферăра вăй хуракан е тивĕçлĕ канăва тухнă ăстасене те çавра сĕтел хушшине йыхравларĕ. Храмова А.Ю. 22 çул Тренькинти ял библиотекин ертÿçинче вăй хурать, Яртеева И.И. 44 çул Ильинка тăрăхĕнче ветфельдшерта халăхшăн ырми-канми тăрăшнă , Морозова Ю. П. 37 çул Ильинка тăрăхĕнче ветфельдшерта тăрăшуллă ĕçленĕ, . Силантьева Г.Н. 40 çул Ильинка тăрăхĕн администрацийĕнче аслă специалистра ял халăхне пулăшнă , Семенова Л.В. 37 çул Ильнкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тăван чĕлхепе литературине вĕрентет (сылтăмран сулахаялла).
Ĕмĕр-ĕмĕр сывă пулччăр вашават шăпăрлансем, ăста та маттур ял хĕрарăмĕсем: ăш пиллĕ асаннесемпе кукамайсем, пуян чунлă аннесемпе аппасем, инкесемпе мăнаксем…