Чи кирлĕ калаçу паян Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи Чăваш енри ĕç паттăрĕсем çинчен пулчĕ. «Чăтăмлăх пурнăç панă»,- ахаль каламан ваттисем. Чăтнă, тылра та фронтри пекех кĕрешнĕ, çĕнтерĕве çывхартнă.
Васильева Ольесăн асламăшĕ, Маркова Юлия Михайловна, çапла каласа панă: « Тренькин çыннисем те алă усса ларман, пĕтĕм халăхпа пĕрле Сăрпа Хусан рубежĕнче те вăй хунă, тăван колхозра тимленĕ, фронта çыхнă алсиш – нуски ăсатнă. Камăн май килнĕ – апат – çимĕçпе те пулăшма тăрăшнă. Пирĕн пурин те вăрçă хирĕнчи паттăрсене те, тыл ĕçченĕсене те манмалла мар. Чыс та мухтав пире пурнăç парнелекенсене, Тăван çĕр-шыва упраса хăваракансене!..»
Çапла, пурнăçра шанчăка çухатманни, ĕмĕтпе çунатланни, йывăрлăха парăнманни, малашлăха хытă ĕненни питĕ кирлĕ çав.