«Ĕçе вĕренни – пурнăç пурăнма вĕренни»,- тенĕ ĕмĕртен халăхра.Килĕшнĕ ĕçе суйласси вара – питĕ кăткăс утăм. Мĕнле професси суйламалла, ăçта вĕренме каймалла?
Çакăн пек чухне тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсен йыхравĕ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнче паллă самант – Уçă алăксен кунĕ.
10 тата 11 классем университетпа паллашма Шупашкаралла çул тытрăмăр. Вĕренÿ заведенийĕ пире ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ: студент волонерсем ĕç йĕркипе паллаштарчĕç: Информатика тата шутлав техники, Радиоэлектроника тата автоматика, Энергетика тата электротехника факультечĕсен пурнаçĕ çинчен тĕплĕн хавхалануллă пĕлтерчĕс, квест-амăртура студент пурнăçĕпе пурăнма май туса пачĕç. Университет музейĕ те кăмăла кайрĕ. Тĕл пулу усăллă иртрĕ.