Атте – пурнăç тĕрекĕ
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн.
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех,
Ах,аттем, аттем, эс пурăн ĕмĕр,
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.
Сумлă та юратнă аттесене чысласа Аннесен музейĕнче квест-вăйă ирттертĕмĕр.Пирĕн уява хисеплĕ атте, асатте, Донсков Олег Гермогенович , илемлетрĕ. Кашни çемьере ар çыннăн хăватлă сасси, çирĕп вăй-халĕ, хастар чун-чĕри, ăш пиллĕ сăмахĕ кирли çинчен ачасене тĕплĕн каласа пачĕ.
Маттур ăсчахсем аттесемпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусем çине тĕплĕн хуравларĕç, кашни хăйĕн ашшĕн сăн ÿкерчĕкне куç хупса эрешлерĕ.
Анатолий Волковăн «Атте çути» , Ангелина Павловскаян « Атте сасси» кĕнекисемпе паллашрăмăр.
«Атте кĕреки пурнăç тытать»,-вĕрентнĕ ватă çынсем.Эпир çакăнпа килĕшетпĕр, аттесене уяв ячĕпе саламлатпăр.