Вулавăшри çавра сĕтел

Вулавăшри çавра сĕтел



                                                                                 Иртни хыçа юлать,

малашлăх шухăшлаттарать.

Каларăш.

          Кун хыççăн кун иртет, эрне, уйăх,  çулсем…Эпир аслă класра вĕренетпĕр, вуннăмĕшсем…

          Çĕнĕлĕхе пуянлатасси, сăмах  илемне тарăнрах туясси, тăван халăхăн йăли-йĕркине типтерлĕн сыхласа хăварма тăрăшни – пĕтĕмĕшпех библиотекăпа тачă çыхăннă. Ырă шухăшсем çавра сĕтел хушшине йыхравларĕç.

           Библиотека ертÿçи, Аэлита Юрьевна, çĕнĕ хаçат-журналпа паллаштарчĕ, Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă илĕртÿллĕ кĕнекесене илме сĕнчĕ, çамрăксен ĕçлес-вĕренес кăмăлне хавхалантарчĕ…

          Вуннăмĕшсем сăвăсем  вуларăмăр, пурнăçри тĕлĕнтермĕшсем çинчен каласа патăмăр,кĕнекесем илтĕмĕр…

          Хамăрăн тăван ен историне манар мар, тĕпчер ăна!

           Чăваш халăхĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнса мăнаçланар, вĕсене тата пуянлатар!

 



Фотогалерея