Çĕр планетăмăр çинче, аслă тĕнче хÿттинче тĕрлĕ халăх пурăнать, тĕрлĕ-тĕрлĕ чĕлхепе пурнăç тытса кун кунлать. Çав чĕлхесен хушшинче тăван чĕлхе чи пахи, чуна çывăхтараххи, чи сапăртараххи. Чăваш чĕлхи хÿттипе , унăн ырă ячĕпе аслă ăрăвăн ăшшине, йăли-йĕркин тĕшшине, ăс пурлăхĕн пĕлĕвне эпир ăша хыватпăр, пуян чунлă пулатпăр.
«Шкул пики- 2022» савăнăçлă ăмăртура хĕр
упраçсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç: çепĕççĕн паллаштарчĕç, вальс илĕртÿллĕн çаврăнчĕç,
пилеш кайăкĕсем çинчен юрă шăрантарчĕç, И.Я.Яковлев пултарулăхне тишкерчĕç, тăрăшса тÿме лартрĕç.
10 – мĕш класри Кирпичникова Кристина –
«Чи пултарулли» номинаци çĕнтерÿçи, 8-мĕш класри Волкова Ульяна «Чи сăпайли»
номинацире малти ретре, 9-мĕш класри Васильева Анастасия- «Чи ăсти» номинацире
пĕрремĕш вырăнта. Маттур, хĕрсем! Саламлатпăр!
Ыр чĕлхемĕр, тав сана, ĕмĕр-ĕмĕр сыв
пулма иксĕлми хăват сана!