Шухăшлар-ха чăваш чĕлхи çинчен…

Шухăшлар-ха чăваш чĕлхи çинчен…

Тăван чĕлхемĕр, ĕмĕр сывă пул!

Эпир çĕрте çĕрсен те -  эсĕ юл.

Анне чĕлхи, эс тăванран тăван,

Санран та çывăххи кам пур-ши ман?-

çырнă АлександрТимбай.

       Пирĕн халăх мĕн авалтан çамрăксене хăйĕн тăван чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентнĕ, тăван чĕлхерен писекен çынсене питленĕ.

       Çиччĕмĕшсем чăваш чĕлхине, хамăрăн çепĕç те асамлă чĕлхене питĕ юратаççĕ, И.Я.Яковлев пек пулма тăрăшаççĕ. Вăйă чарăнăвĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç: Васильева Екатерина – чи маттурри, Кошкина Надежда иккĕмĕш пусăма  çĕнсе илчĕ, Лоцманова Виктория тата Кирпичников Никита çĕнтерÿçĕсенчен нумай юлмарĕç.

        Чĕлхемĕр пулсан – эпир пуян, чĕлхемĕр пулсан – эпир патвар!