Ырă ята тивĕçнĕ çын – хисеплĕ. Ваттисем
ятлă çынна ял савать тесе ахальтен каламан .Чăвашра паллă ентеш нумай, вĕсемпе
эпир мухтанатпăр.
Сумлă
ентешсене халалласа курав йĕркелерĕмĕр. И.Я.Яковлевăн кун-çулĕпе тата
тĕплĕнрех паллашрăмăр.
Чăваш халăхĕ Раççейре ытти халăхсенчен
пĕртте кая мар, чи маттуррисенчен пĕри.
Вуннăмĕшсем те çавна çирĕплетеççĕ, Улăпăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пайтах пĕлеççĕ. Чи
нумай пĕлекенни вара –Портнов Вадим, хăйсен ăсталăхне Яртеев Владимирпа Кирпичникова Кристина аван
кăтартрĕç, Лукоянов Дмитрий тата Портнов Роман нумай та кая юлмарĕç.
Ырă кăмăл, ырă ĕмĕт, ырă ĕç, ырă
çын…Вĕсенчен хакли, ырри мĕн пур-ши çĕр çинче?