Иван Яковлевич Яковлев – чăвашсене çутта кăларакан, вĕрентекен

Иван Яковлевич Яковлев – чăвашсене çутта кăларакан, вĕрентекен



          И.Я.Яковлев – чăвашсене çутта кăларакан, халăха  çырулăх парнелекен, пĕрремĕш вырăс графикине тĕпе хурса чăваш алфавитне йĕркелекен, пĕрремĕш чăваш букварĕ кăларакан, вĕренÿ кĕнекисем çыракан.

         Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я.Яковлев çуралнă куна анлăн уявлатпăр.

         Чăваш чĕлхи эрнине хаваслă кăмăлпа, çирĕп ăс-тăнпа, хавхаланулăхпа пуçларăмăр.

         Пиллĕкмĕшсем хăйсен пултарулăхне «Паллă ентеш – И.Я.Яковлев» ăмăрту викторинăра  кăтартса пачĕç. Чăваш Улăпĕн кун-çулĕпе паллашрĕç, презентацири материала тишкерчĕç, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Чи пултарулли Яртеева Анастасия пулса тăчĕ, Корпусов Антонпа Смирнова Виктория та нумаях юлмарĕç, Зайцева Анна виççĕмеш картлашкана йышăнчĕ.

        И.Я.Яковлева чыслар, ун çинчен нумайрах пĕлме тăрăшар!