Тăван чĕлхем… Эсĕ пирĕн çепĕç те ачаш пуянлăх, кĕмĕл шăнкăрав сасси те нацин тĕп палли, асаттесемпе асаннесене сума суни те мăнаçлă Атăл кĕвви…
Тăван чĕлхе кунне халалласа кашни класрах тĕрлĕ ĕçсем туса ирттертĕмĕр: поэтсем эрешленĕ сăвăсене чăвашла хавхаланса вуларăмăр, ваттисен сăмахĕсене тетрадьсем çине çыра-çыра илтĕмĕр; ÿкерчĕксем, синквейнсем, кластерсем ăсталарăмăр, ăславсем витĕмлĕн çыртăмăр…
Саккăрмĕшсем те тăван чĕлхене упрамалли, унпа калаçмалли çинчен «Чĕлхе шăпи пирĕн алăра» темăпа ирттернĕ диспутра пĕлтерчĕç.
Пурте тăван чĕлхене упрар, ăна ÿсме пулăшар!