Петĕр Хусанкайăн сумлă ятне, унăн
сăввисемпе поэмисене пĕлмен чăваш та çук пулĕ. Пултарулăхĕнче чăвашлăх пысăк
вырăн йышăнса тăрать. Халăх поэчĕ çын шухăш-туйăмĕсене, кăмăл-туртăмĕсене
кăтартса пама пултарни нумай произведенийĕсенче палăрать.
Чăваш халăхĕн чыслă çыннине халалласа тĕрлĕ
ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Уроксенче сăвăç пултарулăхĕн паллăрах тапхăрĕсем çинче чарăнса татăмăр, сăввисене вуларăмăр,
ÿкерчĕксем ăсталарăмăр.
Ял библиотекинче ирттернĕ туслă
урок-хутшăну пурин кăмăлне те хавхалантарчĕ. Пуян материалпа Аэлита
Юрьевна паллаштарчĕ. Кĕнекесен выставки илĕртрĕ, презентаци ачасен кăмăлне
çĕклерĕ.