Килĕшнĕ професси суйласси – кăткăс та шухăшлаттаракан утăм

Килĕшнĕ професси суйласси – кăткăс та шухăшлаттаракан утăм

           Ĕç – этем  ăс-тăнĕн, вăй-халĕн, пуянлăхĕн, телейĕн вĕресе тăракан таса çăл куçĕ, пурнăç тыткăчи. «Ĕçре пурнăç илемне куран», «Çын ĕçре пиçет»,- тенĕ асаттесемпе асаннесем. Мĕн чухлĕ ытларах ĕçлетĕн, çавăн  чухлĕ чаплăрах пурăнатăн.

      Анчах мĕнле професси суйламалла-ха? Çак кăткăс ыйту 9 класс ачисене питĕ хумхантарать. Çавра сĕтел хушшинче ушкăнпа сÿтсе явни  питĕ аван пулчĕ.

      21 ĕмĕр çĕнĕрен те çĕнĕ ĕç вырăнĕсем кăларса тăратать: тĕрлĕ инженерсем, IT тата компьютер ĕçченĕсем, нанотехнологипе çыхăннă ĕçсем, маркетологсем, менеджерсем, логистсем, экологсем, тĕрлĕ сервисра вăй хуракан специалистсем…

      Кашни вĕренекен хăйне валли пĕтĕмлетÿ турĕ: «Майĕ пур, пĕтĕмпех çынран хăйĕнчен килет, ан ÿркен çеç. Ĕçчен çын ăста пулнă»