Чыслатпăр хамăр ентеше

Чыслатпăр хамăр ентеше

       Спиридон Михайлович Михайлов-Янтуш – 19 ĕмĕрĕн 50-60 çулĕсенче Раççейре  палăрнă чăваш писателĕ, историкĕ,этнографĕ, фольклорисчĕ. 1821 çулхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Муркаш районĕн Юнкăпуç ялĕнче  кун çути курнă.Сахал мар мăнаçлă Атăл юхрĕ анаталла унтанпа. Икĕ ĕмĕр хăйĕн пуянлăхĕпе хыçа юлчĕ.

       Манмастпăр сумлă ентеше, хапăл туса ăна чыслатпăр.Шкул ачисемпе тĕрлĕ  ĕçсем туса ирттертĕмĕр: 9 классем Спиридон Михайловичăн  пултарулăхĕпе  класс сехетĕнче тĕплĕн паллашрĕç, 7 классем ял библиотекине çул тытрĕç те уçă урокра хăйсен  шухăшĕсене пĕлтерчĕç.

       Ытти классем  те аякра юлмарĕç: синквейнсем, кластерсем, кроссвордсем ăсталарĕç, сăвăсем çырма пикенчĕç, ăславсемпе тĕлĕнтерчĕç.

     Чыс та мухтав ентешĕмĕре!!! 

Фотогалерея