Чăваш тĕррин кунне чысласа тата юратнă Аннесене хисеп туса шкулти çамрăк краеведсем тăрăшнипе илемлĕ курав йĕркелерĕмĕр.
Тĕрлĕ çиппе капăрлатнă ал шăлли, хитре тĕрĕллĕ пуç тутри, асанне е кукамай çÿпçинчен тухнă сурпан, мерченпе пуянлатнă масмак – пурте ачасене чарăнса тăма йыхравлаççĕ, хăйсен тыткăнне илеççĕ…
Шалти, чун-чĕрери вĕри çынна тÿрех курăнмасть. Çав кăмăла, çав туйăма тĕрре куçарсан –тĕнче чĕрĕлет, чĕре хыпса илет. Ачасене çавна ăнланма пулăшасчĕ!