Нарăсăн 21-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Çак паллă уява 2000 çултанпа паллă тăваççĕ.
Кашни чĕлхе пĕр тан, мĕншĕн тесен вăл халăх историйĕ,культури, малашлăхĕ…Тăван чĕлхе илемне эпир анне сĕчĕпе пĕрле ăша хыватпăр, кунран-кун çепĕç калаçса сăмах хутаççине пуянлататпăр. Чĕлхе хавшасан – халăх имшерленет,çавăнпа та пирĕн хамарăн тăван (чăваш)чĕлхине упраса хăварма тăрăшмалла.
Тăван чĕлхе кунне халалласа тĕрлĕ ĕçсем туса ирттертĕмĕр. 6 класра ирттернĕ «Ăслинчен ăсли пур» ăсчахсен ăмăртăвĕ ачасен кăмăлне çĕклерĕ. Федоров Николай чи маттурри те ăсли пулса тăчĕ.
8-мĕш класра ирттернĕ «Чи пултарулли!» тавçăруллисен кĕрешĕвĕ вĕренекенсен пĕлĕвне пуянлатрĕ. Пурне те хыçала хăварса Кутюрова Юлия çĕнтеруçĕ ятне илчĕ.
Семенова Л.В.