Çĕкленÿллĕ пирĕн кăмăлсем,
Çунашкапа уç кăмăлпа ярнатпăр.
Сиввийĕ янă кĕрĕкне йÿле,
Пурте ăшша йăлт пиçнине туятпăр.
Пуш уйăхĕ çирĕп утăмсемпе саркаланса килсе çитрĕ. Шăнкăртатса çуркунне сас париччен 6 классем Тренькин ялĕ çумĕнчи тăвайккине çул тытрĕç, амăшĕсене те йыхравлама манмарĕç.
Эх! Ярăнчĕç! Пĕри ав кĕрт ăшне тăрăннă, тепри чи мала çитнипе мухтанать, виççĕмĕшĕ çил ачине хăвалать…
Канÿ саманчĕ питĕ аван иртрĕ: пурин те пичĕсем çырла çирĕç, куçĕсем тăван тавралăхăн илемĕпе киленчĕç.
Тавтапуç, тăвайкки, çитес çулччен!!!