Чăваш чĕлхи - эс ман тăван чĕлхем,
Ялан чунра çунса тăран хĕлхем.
Миçе поэт çырман пуль сан çинчен,
Эс, чăннипех,черченкĕ те чечен.
«Тăван чĕлхене упрар!» девизпа Тăван чĕлхе эрнин тăваттăмĕш кунĕ такăр çулпа яра пачĕ. Сăмах хутаççи пуянлатас марафона тухрăмăр, «Тăван чĕлхе» кластер йĕркелерĕмĕр, хаваслă пуç ватмăшра тупăшрăмăр.
Кластер ăстисем: Мокеева Кристина (10 кл.), Кошкина Татьяна (5 кл.), Васильева Анастасия (6 кл.), Портнов Вадим (7 кл.).
Чăвашсемĕр! Сире телей сунатăп,
Ан сивĕнĕр тăван чĕлхемĕртен.
Мансан – чĕлхесĕр янавар пулатпăр,
Чĕлхе пулсан – пĕтместпĕр ĕмĕрте!..
Раиса Сарпи