«…Чĕлхе - халăх мулĕ, пуянлăхĕ, унăн вăйĕ, унăн культури.»
Илпек Микулайĕ, чăваш халăх писателĕ.
«Пĕлме интереслĕ» девизпа тăван чĕлхе эрнин иккĕмĕш кунĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ иртсе кайрĕ: илемлĕ вулакансем хăйсен çепĕç сассисемпе савăнтарчĕç, ăста кăлакансем пурне те тыткăнларĕç…
Сасăпа хăвăрт тата хитре вулакансем: Морозова Марина (10 кл.), Абрамов Иван (5 кл.).
Илемлĕ те тĕплĕ каласа парассипе Васильченко Андрей (5 кл.) палăрчĕ.
Тăван чĕлхе çинчен Чернова Эвелина (7 кл.) илемлĕ сăвă вуласа пачĕ - ăна çитекен пулмарĕ.
10 тата 11 классем хĕрÿ тытăçăва тухрĕç, вăйă - ăмăрту ирттерчĕç. Вун пĕрмĕшсем хастарлăхпа палăрчĕç, çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
9 классем хушшинче тăван чĕлхене аван пĕлни куçкĕретех курăнчĕ, Косарева Жанна чи маттурри пулса тăчĕ.
Улттăмĕшсем ял библиотекинче чылай çĕннине пĕлчĕç.
Тăван чĕлхене пĕлни аван!