Тăван чĕлхе! Эп сансăр — мĕскĕн, тăлăх,
Эс пур чух — манăн кăкăрта кăвар.
Эс пур чухне çеç вилĕмсĕр ман халăх,
Ун чух ун çут пуласлăхĕ çук мар.
1999 çулхи чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнчи ЮНЕСКО конференцийĕ çирĕплетнĕренпе нарăсăн 21- мĕшĕ- Тăван чĕлхе кунĕ. Çак уява çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче çÿллĕ шайра ирттереççĕ: паллă чĕлхеçĕсемпе вĕрентекенсем, библиотека ĕçченĕсемпе тĕпчевçĕсем, çыравçăсемпе ăсчахсем хăйсен пĕлĕвне халăха параççĕ.
Нарăсăн 18-мĕшĕнче Тăван чĕлхе эрнин пĕрремĕш кунĕ тулли пĕлтерĕшлĕ иртрĕ. «Тĕрĕс те хитре çырав кунĕ» девизпа тĕрлĕ класра интереслĕ ĕçсем туса ирттертĕмĕр: тĕрĕс те хитре çыракана шырарăмăр, «Тăван чĕлхе» синквейн ăсталарăмăр.
Çырассипе чи маттуррисем: Кошкин Николай (7 кл.), Кошкина Анастасия (11 кл.), Миронова Инна (8 кл.), Пикусов Роман (6 кл.).
Пултаруллă синквейнçăсем: Яшпатрова Елена (7 кл.), Корнеева Кристина (11 кл.), Васильева Аэлита (8 кл.), Васильева Олеся (6 кл.).
Юратар Тăван чĕлхене! Упрар ытарайми чĕлхене!