«И, мĕн пуян, тăванăм?
Сывлăх пуян!
Сывлăх çул памасăр
Ăçта каян?»- шăрçалать Митта Ваçлейĕ пĕр сăввинче.
Çакна тăван чĕлхепе литературăна, культурăна юратса вĕренекенсем те аван пĕлеççĕ. Кашни урокрах физкультминутка тахтавĕ ирттерме тăрăшаççĕ. Уйрамах сывлăх кунĕ çакна тума хĕтĕртет.